
Чӑваш Енри спортмсенка Анастасия Красильникова ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, хӑйӗн рекордне те ҫӗнетнӗ. Вӑл Хусанта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатне хутшӑнса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Анастасия чӑрмавлӑ 3 пин ҫухрӑма 9 минут та 29,40 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал Хусанти 10 ҫухрӑмлӑ марафонра ҫӗнтернӗ, Раҫҫейри команда чемпионатӗнче 3 пин ҫухрӑма чупса мала тухнӑ тата ҫав дисциплинӑрах Раҫҫей Кубокӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Чӑваш Енри спортсменка Мальвина Петрова Суздальте 84 ҫухрӑм чупса ҫӗнтернӗ.
Дистанцие вӑл 9 сехет те 41 минут та 51 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: ҫулсерен иртекен Golden Ring Ultra Trail 100 (GRUT) трейлинг фестивале 8 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче Мальвина финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Ку дистанци GRUTри йывӑр трассӑсенчен пӗри шутланать, унта опытлӑ трейланнерсем хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енри спортсменка Дина Александрова Мускавра иртнӗ «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗ. Вӑл 15 ҫухрӑма 50 минут та 57 ҫеккунтра парӑнтарса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Дина — вӑтам тата вӑрӑм дистанцисене чупакан спортсменка. Вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионкин, Раҫҫей спорт мастерӗн ятне ҫӗнсе илнӗ. Дина кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонра та ҫӗнтернӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Пысӑк чупу фестивалӗнче» ҫӗнтернӗшӗн ӑна «Москвич» машина парнеленӗ.

ШӖМре ӗҫлекен Ксения Васильева Пӗтӗм тӗнчери «Шурӑ каҫсем» марафонра ҫӗнтернӗ. Вӑл 20-22 ҫулсенчи спортсменкӑсемпе ӑмӑртнӑ. Ксения 42 ҫухрӑм та 195 метра 3 сехет те 1 минут та 38 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Маршрут Санкт-Петербурги паллӑ вырӑнсем патӗнчен иртнӗ. Марафона 50 ытла ҫӗршыври 20 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: Ксения ачаранах спортпа туслӑ, вӑл триатлона, служба биатлонне тата ҫӑмӑл атлетикӑна юратать.

Татьяна Комендантова – спортсменка пулнӑ, халӗ стюардессӑра ӗҫлет. Нумаях пулмасть вӑл «Стюардессӑсен Топӗ» пӗтӗм тӗнчери конкурс ҫурма финалне тухнӑ.
Татьяна Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Олимп резервӗсен шкулӗнче спорт енӗпе аталаннӑ. 9 ҫул каялла вара Мускава куҫса кайнӑ.
Спорт хыҫҫӑн вӑл патшалӑх тытӑмӗнче ӗҫленӗ, унта ӑнӑҫлӑ карьера тума пултарнӑ. Анчах унӑн чунӗнче урӑх ӗмӗт тӗвӗленнӗ: стюардесса пуласси. 32-е чухне Татьяна профессие улӑштарнӑ. Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ вӑл бортпроводницӑра ӗҫлет. Халӗ Татьяна Мароккӑра иртекен ҫӑмӑл атлетика чемпионатне хутшӑнма хатӗрленет.

Тӗнче класлӑ спорт мастерӗн Мальвина Петрова тин кӑна Хусанти марафонра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗччӗ. Спортсменка ав тепӗр ылтӑн медаль те ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ!
Вӑл Чулхулара иртнӗ «Чуп, паттӑр» ыр кӑмӑллӑх ҫурма марафонӗнче финиша чи пӗрремӗш ҫитнӗ. Мальвина дистанцие 1 сехет те 27 минут та 17 ҫеккунтра чупса тухнӑ.
Палӑртса хӑварар: Мальвина – 3 ача амӑшӗ, вӗсене чӑн чӑвашла ят панӑ: Пинерпи, Асамат тата Савир.

Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан спортсменка Надежда Лаврентьева Китайри Тайбэ хулинче спорт ветеранӗсен хушшинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи вӑйӑсенче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 5 ҫухрӑм дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Халӗ Надежда ҫӗнӗ ӑмӑртӑва хатӗрленет. Хальхинче унӑн 10 пин ҫухрӑма парӑнтарма тивӗ.
Палӑртса хӑварар: Китайри ӑмӑртӑва 107 ҫӗршыври 30 ҫултан аслӑрах 25 пин ытла спортсмен пухӑннӑ. 65 ҫултан аслӑраххисем 2 пин ытла спортсен пулнӑ.

Чӑваш Енри спортсменка Ирина Вразарь тӑватӑ енлӗ кӗрешӳ енӗпе иртнӗ «Шиповка юных» ӑмӑртура икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Хусан хулинче иртнӗ.
13 ҫулти Ирина 600 метрлӑ дистанцие 1 минут та 40,52 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Пӗтӗмӗшле зачетра 377 очко пухнӑ.
Ҫапла пирӗн ентеш ылтӑн тата пӑхӑр медальсем ҫӗнсӗ илнӗ.

Беларуҫри Минск хулинче ветерансен хушшинчӗ ҫӑмӑл атлетика енӗпе уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнчи Надежда Лаврентьева мала тухни пирки пӗлтернӗччӗ.
Пирӗн тепӗр ентеш те унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Виктор Семенов 3 ҫухрӑма 16 минут та 22,60 ҫеккунтра парӑнтарнӑ. Ку 70-74 ҫулсенчи спортсменсен зушшинчӗ – тӗнчери ҫӗнӗ рекорд.

Нимӗнле ӳсӗм те ҫынна спортра ҫитӗнӳсем тума чӑрмантармасть. Ҫакна Вӑрнар округӗнчи Ярмушка ялӗнче пурӑнакан Надежда Лаврентьева ӗнентерсе парать.
Вӑл Беларуҫре ветерансен хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ уҫп чемпионатра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ку кӑна мар, вӑл 3 ҫухрӑма утса харпӑр рекордне те ҫӗнетнӗ.
